9099 | Чӑваша ыраш хӑмӑлӗнчен туса янӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9113 | Чӑвашӑн — чӑкӑт, тутарӑн — турӑх. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9100 | Чӑвашӑн ӑрӑмӑҫ нумай. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9101 | Чӑвашӑн ӑсӗ хӑйӗнчен виҫ ҫухрӑм кайра пырать, тутарӑн — виҫ ҫухрӑм малта, вырӑсӑн — хӑйпе пӗрле. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9102 | Чӑвашӑн ҫынна ҫимесӗр сӑмах ҫук теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9103 | Чӑвашӑн та алли чапрас мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9104 | Чӑвашӑн та ҫынлахӗ пысӑк. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9105 | Чӑвашӑн та чӗри чӑмӑр. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9106 | Чӑвашӑн телейӗ чӑлах ҫуралнӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9107 | Чӑвашӑн тетсӗр сӑмах ҫук. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9108 | Чӑвашӑн Турри те йӑваш пулнӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9109 | Чӑвашӑн ура салтса сырсах ҫур ӗмӗр иртет тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9110 | Чӑвашӑн чаплӑ апачӗ — вир пӑтти. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9111 | Чӑвашӑн чаплӑ апачӗ — чӑх яшки. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9112 | Чӑвашӑн чӑвашла алӑк, вырӑсӑн вырӑсла алӑк. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9114 | Чӑвашӑн юратнӑ апачӗ: ҫуркунне — пултӑран, кӗркунне — шӑрттан. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9115 | Чӑвашӑн юрри-сӑвви кӗсйинчех тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9116 | Чӑвашӑнне касман та, ҫапах космонавт пулса вӗҫеҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9117 | Чӑвашпа чӑвашла пупле, вырӑспа вырӑсла пупле. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9118 | Чӑвашсем ҫӗрӗн пулсан та, пӗр харӑссӑн калаҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9119 | Чӑвашсен ӗлӗк-авал ҫитмӗл те ҫичӗ Турӑ пулнӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9121 | Чее ирҫе ир тӑрать, ир тӑрать те ӗҫ тӑвать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9120 | Чее ирҫе ир тӑрать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9122 | Чӗнмен майра, чӗннӗ вырӑс. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9123 | Чӗнсен тутар та килет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9124 | Чикан алли чуман лашана та чуптарать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9125 | Чикан аллинче чуман лаша та чӗвен тӑрать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9126 | Чикан аллинче чуман лаша та чупать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9127 | Чикан ӑйри виҫ кунтан чуман. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9128 | Чикан ӑйри чӑхӑмӑҫ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9129 | Чикан ӑсӗ — хӑюлӑх. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9130 | Чикан куҫӗ — ҫӑхан куҫӗ: аякранах асӑрхать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9131 | Чикан лаши ҫимесӗр пурӑнма вӗренсе те ҫитнӗ, вилсе те кайнӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9132 | Чикан лаши чӑтӑмлӑ, тутар лаши тӳсӗмлӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9133 | Чикан лаши ыр тӗкӗн мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9134 | Чикан лашине туянсан куллен виҫҫӗ ларса йӗрӗн. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9135 | Чикан лашине туянсан туй вырӑнне ҫуй курӑн. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9136 | Чикан майри чике тӑршшӗ лартма та пӗлет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9137 | Чикан начар лашине лайӑх лашапа улӑштарсан та сӗтев ыйтать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9138 | Чикан сӑмахне ӗненме хушман. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9139 | Чикан ҫие кӗме юратать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9140 | Чикан ҫынни именме пӗлмест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9141 | Чикан тӳшекӗ — ешӗл курӑк, ҫи виттийӗ — кӑвак тӳпе. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9142 | Чикан улталамасӑр кун каҫаймасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9143 | Чикан хӑйӗн ачине айӑп тӑвичченех патакласа хурать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9144 | Чикан хӑюлӑхӗ чирлӗ выртмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9145 | Чикан чӗлхи илес мар ҫӗртен илтерӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9146 | Чикан чунне чухлама хӗн. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9147 | Чикан чухӑн мар, пӗтем тӗнче унӑн. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
9148 | Чикан шучӗпе ҫу килмест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |